
1926 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш обкомӗн бюро ларӑвӗнче пирӗн халӑхшӑн истори пӗлтерӗшлӗ йышӑну тунӑ. Ун чухне Николай Ашмарин профессорӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» (Thesaurus linguae tschuvaschorum) пичетлесе кӑларассине ырланӑ.
Республика бюджетӗнче укҫа-тенкӗ ҫитмен пулин те, влаҫ органӗсем ку ӗҫе кая хӑварман, Мускаври Тӗп Комитетран укҫа ыйтма йышӑннӑ. Ҫак ларурах Николай Ашмарина тата чӑваш шкулне никӗсленӗ Иван Яковлева ӗмӗрлӗх пенси пама та палӑртнӑ. Ашмарин словарӗ 17 томран тӑрать, унта 54 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Ку кӗнеке чӑваш чӗлхин пуянлӑхне кӑна мар, халӑхӑн йӑли-йӗркине, культурине тата ӑслӑлӑхне упраса хӑварма пулӑшнӑ. Вӑл тӗпчевҫӗсемшӗн тата ҫыравҫӑсемшӗн чи кирлӗ энциклопеди шутланнӑ. Тӑрӑшса пухнӑ ҫак материала пухса кӑларассишӗн ҫирӗп утӑм тунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.

Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Тӗрленет сӑмах тӗрри» курав ӗҫлеме пуҫлать. Ӑна вырӑс тата чӑваш чӗлхисен пуянлӑхне пухнӑ паллӑ тӗпчевҫӗсене — Владимир Дальпе Николай Ашмарина халалланӑ. Кӑҫал Даль ҫуралнӑранпа 225 ҫул, Ашмарин ҫуралнӑранпа вара 155 ҫул ҫитет.
Куравӑн тӗп вырӑнӗнче — тӗпчевҫӗсем хӑйсен пурнӑҫне халалласа хатӗрленӗ паллӑ словарьсем. Сӑмах май, Владимир Даль хӑй вырӑс пулман, Николай Ашмарин вара вырӑс ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Ҫапах та вӗсем хӑйсем тӗпченӗ халӑх чӗлхине чунтан юратнӑ.
Стеллажсем ҫинче сайра тӗл пулакан кӗнекесемпе, архив докуменчӗсемпе тата авалхи япаласемпе паллашма пулӗ. Уйрӑмах сӑмах пухаканӑн ӗҫ сӗтелӗ кӑсӑклӑ, унта сӑн ӳкерӗнме те юрӗ. Тӗрлӗ вӑйӑсемпе викторинӑсем вара курава кӑсӑклӑрах тӑвӗҫ. Уяв марафонӗ шайӗнче уҫӑлнӑ курав кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ йӗркеленӗ «Электронлӑ сӑмахсар» сайтра Николай Ашмарин хатӗрленӗ словарӗ тинех тулса ҫитрӗ. Халӗ кунта пӗтӗм 17 томпа паллашма пулать.
Ашмаринӑн сӑмах пуххине электронлӑ вариантра тупма йывӑр мар. PDF форматпа ӑна тӗрлӗ сайтсенчен уҫласа илме май пур. Ҫавӑн пекех ятарлӑ программа та пуррине пӗлетпӗр — вӑл ҫак словарь тӑрӑх шырама пӗлет. Шел те, ӑна хатӗрлекенӗсем унта тӗслӗхсене кӗртмен. «Электронлӑ сӑмахсара» кӗртни вара ҫак сӑмах пуххинче тулли шырав тума май парать. Ҫав шутра, тӗслӗхсенче те!
Ашмаринӑн сӑмах пуххине туллин электронлӑ варианта куҫарас ӗҫе эпир 2018 ҫулта пуҫӑнтӑмӑр. Ӗҫлекенсем: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников тата ыттисем. Ку ӗҫе эпир паллӑ ӑсчахӑн юбилейӗ тӗлне тӑвасшӑнччӗ. Йӑлт туса ҫитернӗччӗ ӗнтӗ, 3-мӗш том кӑна юлнӑччӗ (пӗри хӑйӗн ҫине илнӗ ӗҫе вӗҫлеменнине пула). 3-мӗш томран та 1/3 пайне тунӑччӗ ӗнтӗ (тепӗр ҫын). Кайран пирӗн урӑх ӗҫ тупӑнчӗ: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатасси. Ҫак хушӑра 3-мӗш томӑн тунӑ 1/3 пайӗ те таҫта ҫухалнӑ... Шыраса вӑхӑт ирттерес мар тесе хальхинче пӗтӗмӗшле тӑвас терӗмӗр. Тавах Алина Ивановӑна, вӑл ҫак ӗҫе хӑвӑрт туса пачӗ!
«Язык это великое целое, вековое создание творческой мысли народа...»
(Н.И. Ашмарин).

Тӑван чӗлхемӗрӗн хальхи лару-тӑрӑвӗ те, пуласлӑхӗ те куллен калаҫтарни темскерле кичем шухӑшсене те сирме пулӑшать. Нумаях пулмасть тӑван чӗлхесен эрнинче чӑвашсем те Фейсбукра ӑна тӑтӑш аса илни таҫти шӑплӑха юлмарӗ пулас. Чӑвашлӑхӑн янкӑр тӳпинчи сӳнсех пӗтеймен шевлине чӗртсе тӑратма тӑрӑшакансене чунтанах Тав сӑмахӗ калас килет. Эсир каланисем, палӑртнисем таҫта аякра пулсассӑн та ҫав-ҫавах маншӑн та янӑравлӑ саспах илтӗнеҫҫӗ.
Манӑн малаллахи сӑмахӑм чи паллӑ чӗлхе ӑраскалҫи пирки пулӗ. Пултаруллӑ чӑвашсен ретӗнче унӑн кӳлепи чи малти вырӑнта тӑрать. Ҫак асамҫӑ чӗлхе тӗпчевҫи-сыхлавҫи ҫуралнӑранпа кӑҫал кӗр кунне 150 ҫул ҫитнине хамӑр тӑрӑхра палӑртма пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Тӗнчипех паллӑ финн чӗлхеҫи Г.И. Рамстедт (1873-1950) тепӗр пирӗншӗн пушшех паллӑ чӗлхеҫӗ пирки тӑтӑш ҫапларах аса илтернӗ: «So sagt der ausgezeichnete Erforscher und Kenner des Tschuwassischen Aschmarin». Ялан вӑл: «Н.И. Ашмарин кун пирки ҫапла калать», — тенӗ.
